Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.0 °C
Паттӑрӑн пуҫӗ выртнӑ, тараканӑн йӗрӗ выртнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Вӑрнар районӗ

Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнчи 17 ҫулти каччӑн Шупашкара савни патне каймалла пулнӑ. Вӑл автобуспа мар, амӑшӗн машинипе ҫула тухнӑ.

ВАЗ-21110 машинӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем Шупашкар округӗнчи Карачура патӗнче чарнӑ. Документсене тӗрӗслеме тӑнӑ та – водитель 17 ҫулта кӑна иккен, унӑн водитель прави ҫук.

Вӑл инспекторсене Вӑрнар округӗнчен Шупашкара кайма тухнине, машина амӑшӗн пулнине каланӑ. Йӗрке хуралҫисем ашшӗ-амӑшӗпе ҫыхӑнма хӑтланнӑ, анчах лешсем ҫыхӑнӑва тухман. Ҫавӑнпа ҫул ҫитмен ҫамрӑка Вӑхӑтлӑх усрамалли центра илсе кайнӑ. Машинӑна вара штрафстоянкӑна илсе ҫитернӗ.

Каччӑ тата ашшӗ-амӑшӗ тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе протокол ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Спорт
«Контактри» сӑн
«Контактри» сӑн

Вӑрнар округӗнчи Ярмушкара ҫуралса ӳснӗ спортсменка Надежда Лаврентьева Абу-Дабире иртнӗ «Open Masters Games» пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртуран 5 медальпе таврӑннӑ.

Тупӑшу ҫӑмӑл атлетикӑпа ветерансен хушшинче иртнӗ. Пирӗн ентеш эстафетӑра — «ылтӑн», 10 пин метра чупса — «бронза», тӗрлӗ дистанцие хӑвӑрт утса виҫӗ «кӗмӗл» ҫӗнсе илнӗ.

Палӑртма кӑмӑллӑ: Надежда Алексеевна 3 пин ҫухрӑма хӑвӑрт утса хӑйӗн рекордне ҫӗнетнӗ: кӑтарту 20 ҫеккунт лайӑхланнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Вӑрнар округӗнчи Нурӑсри психоневрологи интернатӗнче сипленнӗ хӗрарӑм унти пациенткӑна чейникпе ҫапса вӗлернӗшӗн судра явап тытӗ.

Ку пӗлтӗр чӳкӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ. 22 сехетре интернатра сипленнӗ 48 ҫулти хӗрарӑм кӳршине тимӗр чейникпе пуҫӗнчен, кӗлеткин ытти пайӗнчен нумай хутчен ҫапнӑ. Лешӗ сурансене пула ҫавӑнтах вилнӗ.

Суд-психиатри экспертизи хӗрарӑм психика чирӗпе аптӑранине, преступлени вӑхӑтӗнче хӑй мӗн тунине ӑнланманнине палӑртнӑ. Ҫавна май прокуратура суда ӑна сипленме ямашкӑн ыйтса ходатайство ҫырнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok/7027
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнчи Шӗнер Ишек ялӗнче пулнӑ пушарта 54 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ.

Инкек нарӑс уйӑхӗн 3-мӗшӗнче каҫхине пулнӑ. Ҫамрӑксен урамӗнчи кил-хуҫалӑхӗнче ҫуллахи ҫуртра ҫулӑм алхасма пуҫланӑ. Ҫав вӑхӑтра кил хуҫи, 54-ри арҫын, унта пулнӑ. Шел те, вӑл урама тухайман, ҫавӑнтах вилнӗ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл пирус асӑрханмасӑр туртнӑ, ҫавӑнпа пушар тухнӑ.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ӗнер каҫхине Вӑрнар округӗнче патрульпе пост службин инспекторӗсем урамра юр ҫинче арҫын выртнине асӑрханӑ. 50-ри арҫынна медпулӑшу кирлӗ пулнӑ. Инспекторсем тӳрех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ.

Ҫапла вӗсем арҫынна шӑнса вилесрен ҫӑлнӑ. Сӑмах май, патрульпе пост службин ӗҫченӗсем юр ҫунӑ вӑхӑтра юр ӑшне кӗрсе ларнӑ водительсене те пулӑшаҫҫӗ.

 

Персона

Паян хурлӑхлӑ хыпар килнӗ: Праски Витти пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 90 ҫула кайнӑ пулнӑ вӑл.

Виталий Петрович Петров ӳнерҫӗ кӑна мар, наци ӳнер искусствин чӑн-чӑн символӗ пулнӑ. Вӑл авалхи чӑваш символикине хальхи формӑсемпе пӗрлештерме пултарнӑ.

Праски Витти Вӑрнар районӗнчи Малти Ишек ялӗнче 1936 ҫулхи авӑнӑн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Унӑн ӗҫӗсене патшалӑх та, общество та хакланӑ. Вӑл – ЧР Халӑх ӳнерҫи, РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, ЧР Патшалӑх премийӗн лауреачӗ. Унӑн ӗҫӗсем тӗнчипех сарӑлнӑ: музейсенче, харпӑр коллекцисенче упранаҫҫӗ.

Хальлӗхе хӑҫан та ӑҫта сывпуллашасси пирки хыпар ҫук.

 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Вӑрнар округӗнче пурӑнакан арҫыннӑн импульс генераторне тата аккумуляторне 5 ҫул каялла вӑрланӑ. Ун чухне вӑл 20 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ.

Ҫухалнӑ япаласене тӳрех йытӑпа шыранӑ. Анчах усси пулман. Япаласене шырав базине кӗртнӗ.

Халӗ, 5 ҫул иртсен, Вӑрнарти оперативниксем вӑрланӑ генератора Вӑрнарта пурӑнакан арҫын патӗнче тупнӑ. Ӑна тытса чарнӑ, вӑл айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mvd_chuvashia
 

Ҫутҫанталӑк
 forum.na-svyazi.ru форумра вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru форумра вырнаҫтарнӑ видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Вӑрнар районӗнчи Нурӑсра тасатмалли сооружени ӗҫлеменрен таса мар шыв Ҫавала ҫаплипех юхса выртать. Ку ҫивӗч ыйтӑва ялти пӗр хастар арҫын хускатнӑ, вӑл Халӑх фронтӗнчен пулӑшу ыйтнӑ.

Халӗ вара ку пӑтӑрмаха РФ Следстви комитечӗн пуҫлӑхӗ Александр Бастрыкин таранах пӗлеҫҫӗ. Асӑннӑ комитетӑн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ, кун пек тума Александр Бастрыкин хушнӑ.

 

Культура
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Кӑҫал республикӑри чи лайӑх ялти культура ҫурчӗсене – 2,25 млн, чи лайӑх 11 ӗҫченне преми евӗр хавхалантарма 825 пин тенкӗ уйӑрса парӗҫ. Хушӑва республика премьер-министрӗ Сергей Артамонов алӑ пуснӑ.

Пулӑшӑва 18 округ тивӗҫӗ. Чи пысӑк гранта Вӑрнар округне уйӑрса парӗҫ – пӗтӗмпе 375 пин тенкӗ. Йӗпреҫ, Комсомольски округӗсем 300-шер пин тенке тивӗҫӗҫ. Канаш, Муркаш, Шупашкар тата Шӑмӑршӑ округӗсене 225-шер пин тенкӗ парӗҫ.

 

Ял пурнӑҫӗ

Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнчи урамсенче юртан тасатса тӑмаҫҫӗ иккен.

«Вӑрнар районӗнчи Тимӗрҫкасси ялӗнче пурӑнатӑп. Вырӑнти ял тӑрӑхӗн администрацийӗ урамсенчи юра тасатса тӑмасть. Юр тасатакан техника хӗл каҫипе пӗрре ҫеҫ пулчӗ. Урамсене пӗр техника та, ҫав шутра васкавлӑ службӑсен те, кӗрсе тухаймасть. Ял тӑрӑхӗн администрацине шӑнкӑравласа каланин усси ҫук», – тесе пӗлтернӗ «Контактри» «Эпир Чӑваш Енрен» паблика вырӑнти пӗр ҫын.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35160794_284147
 

Страницӑсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, ... 86
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

1 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере хӑнана чӗнсен ан хирӗҫлӗр: усӑллӑ паллашусем пулӗҫ, ҫӗнӗ шанчӑклӑ туссем тупатӑр. Пуҫри шухӑшсене йӗркене кӗртме ан та тӑрӑшӑр — усси пулмӗ, кӑмӑл кӑна пӑсӑлӗ. Лайӑх хыпар пӗлме пултаратӑр е кӑмӑллӑ тӗлпулу пулӗ.

Утӑ, 25

1913
113
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1925
101
«Сунтал» журналӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1943
83
Сваев Владимир Ильич, экономист, Чӗмпӗр облаҫӗн чӑвашӗсене ертсе пынӑскер (хх–2016) ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та